Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗнче урам ячӗсем пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ку вӑл пурте пӗлекен вӑйӑри пек нумайрах ят пӗлессипе ҫыхӑнман-ха. Асӑннӑ тӑрӑхри Уҫырма тата Кӗлтеҫулӗ ялӗсем сарӑлнӑ май ҫӗнӗ урамсем йӗркеленеҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ урамсене пуҫарма вара ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене ял тӑрӑхӗсен ҫӗрӗ текен категорие куҫарнӑ хыҫҫӑн май килнӗ.

Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫынсем ҫӗнӗ урамсен ячӗсене сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла почта урлӑ та (адресӗ — Уҫырма ялӗнчи Канаш урамӗнчи 80-мӗш ҫурт), электрон ҫырупа та (sao-mbiksh@kanash.cap.ru) яма пулать теҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8 (83533) 2-02-60 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Драма кружокӗн артисчӗсем
Драма кружокӗн артисчӗсем

Маларах, хамӑр ача чухне, шкул ачисем спектакль лартни те кӑсӑклӑччӗ. Халӗ профессилле театрсене хӑнӑхса кайнӑ та вӗсене те хӑш чух тиркевлӗ куҫпа пӑхатпӑр мар-и?.. Ҫапах та хӑй тӗллӗн вӗреннӗ маттурсем сцена ҫине тухма килӗшни хӑйех паха темелле-тӗр. Ӳркенмеҫҫӗ, вӑхӑт тупаҫҫӗ, тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх театрӗсем пурри аванах ӗнтӗ.

Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче, ав, акан 1-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшри драма кружокӗ Николай Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Киле май — кинӗ» камите лартнӑ. Зал тулли куракан пухӑннӑ-мӗн унта. Вӑхӑтлӑха сцена ӑстине ҫаврӑннӑ ҫынсене ҫынсем ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Аччакасси ҫамрӑкӗсен пултарулӑхӗ
Аччакасси ҫамрӑкӗсен пултарулӑхӗ

Ака уйӑхӗн 1-мӗшне пӗрисем Кулӑш кунӗ теҫҫӗ. Теприсем нумай шухӑшласа тӑмаҫҫӗ — Ухмах кунӗ теме кӑмӑллаҫҫӗ. Чи пахи — кӑмӑл-туйӑма шӳтпе ҫӗклеме тепӗр сӑлтав пурри. Юлташсене тыттарса выляса-кулнинче ним япӑххи те ҫук ӗнтӗ. Шӳте ӑнланакан ҫынпа пулсан пушшех те аван.

Канаш районӗнчи Аччакассинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксене кулӑ е кулӑшла сӑн-пит ӳкерме ыйтнӑ. Вӗсене пӑхсан хӑв та кулса ярӑн теҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӳкернӗ ҫамрӑксем.

 

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.

Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.

Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.

Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.И. Захаров иртнӗ ҫулта ӗҫлени пирки ял халӑхне каласа кӑтартнӑ. Пуху «Чӑвашавтодор» предприятин Карачурари уйрӑмӗн столовӑйӗнче иртнӗ.

Пухӑва районта ӗҫлекенсем — Пенси фончӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Исаева (вӑл Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутлать) Федерацин налук службин районсем хушшинчи 5-мӗш инспекцийӗн вырӑна тухса тӗрӗслекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Г. Башмаков тата ыттисем — пырса ҫитнӗ. А.М. Исаева пенси законодательствинчи ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа кӑтартнӑ, хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Пухура ыйтусем те пулнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ялта ӗҫ ҫукран ҫамрӑксем те тараҫҫӗ. Ҫапла каланине час-часах илтме тӳр килет. Тӗрӗссипе, ҫапла-ха: ӗҫ выранӗ сахалтарах. Анчах ял йӗри-тавра пушӑ уй саркаланать. Унта ҫум курӑк ашӑрать. Ялта пурӑнас кӑмӑл пуррине, тем тесен те, нимӗнле чару та ҫук: хӑвӑн вӑйна шанса ӗҫле ҫеҫ.

Ялта тӗпленнӗ ҫынсене патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать ав. Кунтисем хӑйсен пуҫарӑвӗшӗн грант илме пултараҫҫӗ. Унӑн проекчӗпе правительство ларӑвӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ.

Грант пулӑшӑвне виҫӗ енпе парӗҫ: кану лапамӗ йӗркелесси, культура палӑкӗсене сыхласси, чӑваш халӑхӗн культурине йӗркелесси. Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, унӑн 2 миллион тенкӗрен ытла, проектӑн пӗтӗмӗшле сумминчен 60 процентран ытла пулмалла мар. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.

Ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн муниципалитетсене республика хысни субсиди евӗр уйӑрса парӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Канашлу вӑхӑтӗнче
Канашлу вӑхӑтӗнче

Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр.

Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.

Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ.

Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.

— Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1785.html
 

Ял пурнӑҫӗ

Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ.

Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ.

Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет.

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ.

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет.

Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, [62], 63, 64, 65, 66
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ